12264 | Кӗрт ами кӗрт ертмесен йытӑсем пымаҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12265 | Кӗрӳ патӗнче пурӑннӑ чухне алӑк хӑлӑпне тытса пурӑн, ывӑлу патӗнче пурӑннӑ чухне кӑмака ҫинче ларса пурӑн. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12266 | Кӗрӳ тӑприпе хунӗ тӑпри пӗр. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12267 | Кӗрӳшӗ хуньӑшне пӑхать теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12269 | Киле май кин теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12270 | Килте — ӗҫ матки, туя кайсан — туй матки. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12271 | Килте тем те пур, типӗтнӗ старик те пур. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12272 | Кин ача ҫуратсан алӑк уратинчен иртет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12273 | Кинӗ ашшӗ-амӑшне хисеплесен хӑйне те ватӑлсан ҫавӑн пекех хисеплеҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12274 | Кинӗм илттӗр тесе хӗрӗме каларӑм. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12275 | Кримски калпак — пуҫ ҫути, кӗмӗл ҫӗрӗ — ал ҫути, ыр ҫын кинӗ — пӳрт ҫути. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12276 | Кум пӗлнине кума пӗлет, кума пӗлсен — тӗнче пӗлет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12277 | Кунне виҫҫӗ хӗнемесен хӗрарӑма ӑс кӗмест. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12278 | Кутӑн кин кутран тапнӑ, кунӗ сӑмах чӗнме вӑтаннӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12279 | Лав ҫинчен хӗрарӑм ансан лашана ҫӑмӑллӑх. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12281 | Лайӑх арӑм — мул, начар арӑм — чул. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12283 | Лайӑх арӑм — ҫур телей. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12284 | Лайӑх арӑм — ҫутӑ кун, япӑх арӑм — тӗттӗм каҫ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12280 | Лайӑх арӑм йӑва ҫавӑрать, начар арӑм йӑва салатать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12282 | Лайӑх арӑм пуласси хӗр чухнех паллӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12285 | Лайӑх арӑм тупасси — сарӑ тилӗ тытасси. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12286 | Лайӑх арӑм тупасси телей тӑрӑх. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12287 | Лайӑх арӑм час вилет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12288 | Лайӑх арӑм ыраш ҫӑкӑрӗ пек: нихҫан та йӑлӑхтармасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12289 | Лайӑх арӑма упӑшки те хисеплет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12290 | Лайӑх арӑмпа пурнӑҫ иртни сисӗнмест. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12291 | Лайӑх арӑмпа ҫамрӑкланӑн, начар арӑмпа ватӑлӑн. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12292 | Лайӑх арӑмпа хуйхӑ-суйхӑ ҫурмалла. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12293 | Лайӑх арӑмран чун писмест. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12294 | Лайӑх арҫын арӑмӗн асапне чунпа туять. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12295 | Лаша йӑлине пӗлмен арҫын арҫын та мар теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12296 | Лаша: «Пӗр хӗрарӑма туртиччен хӗрӗх арҫынна туртӑттӑм», — тесе калать тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12297 | Лашуна арӑмна ай шан. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12298 | Май шӑлса пымасан майра кӑмӑлӗ шайланмасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12299 | Майра кайсан май юлать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12300 | Майра кӑмӑлӗ майлине юратать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12301 | Майра ҫынни май шӑлнине юратать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12302 | Майра ҫынни упӑшкинчен вӑрттӑн та майлама пӗлет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12303 | Майра хӑйӗнне мухтать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12304 | Майран кучӗ малта. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12305 | Майран майне тупса пӗтерме хӗн. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12306 | Майран ун малти те, кайри те малта. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12307 | Майрапала майлӑ пул, майлӑ пулмасан урлӑ пулӑн. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12308 | Майраран чӑваш пулмасть, чӑвашран майра пулать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12309 | Майруна ҫухатас мар тесен майлӑ шӑл. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12310 | Малтанхи арӑм мул пухма, кайранхи — чун усрама. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12311 | Марье аппа вилнӗ ҫӗре Тарье аппа хатӗр. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12312 | Марье тути мӑрт! турӗ, Иван тути йӑл! кулчӗ, | Арҫын — Хӗрарӑм |
12313 | Начар арӑм упӑшкине кӑмака ҫинче вырттарать, лайӑх арӑм хӑваласа антарать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12314 | Начар арӑм хушпу тӑвайман, начар арҫын акапуҫ тӑвайман. | Арҫын — Хӗрарӑм |